Алпа çĕленĕ минтер те ăсатнă
Шупашкартан черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатрĕç. Ăна «Пĕрле» ырă кăмăллăх фончĕпе республикăри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тата Шупашкар хулин администрацийĕ йĕркеленĕ. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хальхинче Самар облаçĕнчи сыватмăшсене ячĕç. Унта ятарлă çар операцийĕнче аманнă паттăрсем сипленеççĕ. Чăваш Енри кашни муниципалитетра хĕрарăмсен канашĕ ĕçлет. Шăпах вĕсем республикăри пурăнакансенчен гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма пулăшнă. Пурĕ 300 курупка. Тасалăхпа сывлăха упрамалли хатĕрсем, апат-çимĕç, тум-тир, эмел таврашĕ. Пĕтĕмпех çĕршыв хӳтĕлевçисем валли. Канаш тăрăхĕнчи хĕрарăмссен канашĕ вара хăйсем çĕленĕ минтерсем парса янă. Республикăри шкул ачисем çырусем çырса савăнтарас тенĕ. Гуманитари пулăшăвне яма вара волонтерсем пулăшаççĕ. АНДРЕЙ ЧУМУКОВ: “Паян эпир кунта волонтерсемпе пуçтарăннă, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра госпитальсенче пурăнакан боецсене пулăшмалла. Кунта пирĕн чи кирлĕ япаласем вĕсем валли. Эпĕ питĕ мухтанатăп вĕсене пулăшсан, мĕншĕн тесен вĕсем валли çак ĕç чи кирлĕ япала хальхи вăхăтра. Кашни хăвăртрах сывалччăр тесе пурăнатăп”. Гуманитари пулăшăвĕ Самар облаçĕнчи сыватмăшсене çитрĕ. Вăл салтаксемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине кашниех ăнланать. Çĕршыв хӳтĕлевçисене Чăваш Енре пурăнакансем тĕрев парсах тăраççĕ. Халĕ кун евĕр пулăшусене республикăри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ йĕркеленипе фронтри сыватмăшсене те ярасшăн.
Название:
Алпа çĕленĕ минтер те ăсатнă
Категория:
Разное